Тăрна йышшисем
Тăрна (лат. Gruidae) — вĕçен кайăксен çемйин тăрна евĕрлисен (лат. Gruiformes) ушкăнĕнчи вĕçен кайăк.
Çак авалхи çемйе динозаврсен тапхăрĕ вĕçĕнче — эоценра — 40-60 млн çул каялла çут тĕнчене палăрса тухнă. Çывăх тăванĕ пастушковые журавли (Aramidae) тата трубачи (Psophiidae), тĕп тăван çĕрĕ-шывĕ америка континенчĕ, унтан ĕнтĕ тăрна йăхĕ малтан Азие, унтан Африкăпа Австралие куçса çитеççĕ. Тăрнасем тĕнчипе анлă саралнă, вĕсене Антарктидăпа Кăнтăр Америкăра çеç курма тӳр килмест.
Çак илемлĕ те тĕлĕнтермĕшлĕ вĕçен кайăксемпе çын авалах паллă пулнă, ун пирки Африкăра, Австралире, Европăра ирттернĕ археологи тĕпчевĕсем пĕлтереççĕ.
Çемйере 4 ăрат, 15 тĕс шутланать, çавсенчен Раççейре 2 ăрата кĕрекен 7 тĕсĕ йăва çавăраççĕ.
Ӗрчени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăкри тăшманĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăрна тĕрлĕ климата хапăллать, çапла вара тăшманĕсем те унăн тĕрлĕрен. Вăтам ярăмра тăрнан çăмартисене упа, тилĕ, енот сăтăрать. Тĕк хытса çитеймен чĕпписене кашкăр йĕрлесе çӳрет. Çитĕннĕ тăрнан тăшманĕсем — тискер вĕçен кайăксем, тĕслĕхрен, пĕркĕт.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Hayes, M.A. 2005. Divorce and extra-pair paternity as alternative mating strategies in monogamous sandhill cranes (MS thesis). Vermilion, S.D.: University of South Dakota. 86 p.
- Greshnvikov, Anatoliy. (2001) Save the Cranes, Pensoft Publishing, Sofia. 79pp ISBN 954-642-140-5
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сайт Международного фонда охраны журавлей 2007 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тăрнасем www.ecosystema.ru çинче
- Тăрнасем www.answers.com çинче
- Сравнение журавлей на сайте www.earthlife.net
- Crane mythologies 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.. Тăрна çинчен хайланă кăссайсем
- IUCN/SSC: Обзор состояния и план по охране журавлей